Валентина Элпи – ача-пăча çыравçи» презентаци

advertisement
Валентина
Элпи – ача
пăча çыравçи
Фестиваль
национальной культуры
«Искорка дружбы»
номинаци
«Чăвашлăх тĕнчи»
Красноармейски
районĕ
Упи вăтам шкулĕ
Упи, Васильева Анна
•
•
•
•
•
•
•
•
Ĕç тĕллевĕ
Валентина Элпи çыравçă ача-пăча валли çырнă хайлавĕсене
тишкерсе хак парасси.
Тĕпчев ĕçĕн задачисем
Хам тĕллĕн ĕçлес ăсталăха ÿстересси.
Валентина Элпи çыравçăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тата
пултарулăхне, хушма ятне тишкерсе тухасси.
Çыравçă усă куракан фразеологизмсене, ваттисен самахĕсене,
илемлĕх мелĕсене тупасси.
Писателĕн нумай енлĕ талантне çутатса парасси
Ăс-тăна тата тавра курăма анлăлатасси, чĕлхе пуянлăхне
ÿстересси.
Хамăн пултарулăха, çырас-тĕпчес ăсталăха тĕрĕслесе пăхасси.
Тăван чĕлхе тата тăван литература пуянлăхне кăтартасси
Упи, Васильева Анна
• Тĕпчев ĕçĕн кирлĕлĕхĕ: Ку ĕç литература урокĕсенче,
автора халалласа ирттерекен литература каçĕсенче,
ачасене тĕрĕс пăхса ÿстерес тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕ валли
йĕркелекен вĕрентÿре усăллă пулĕ. Хăйне хисеплекен
кашни çыннăн чăвашăн маттур çынни çинчен пĕлмеллех
тесе шутлатăп эпĕ.
• Пĕлтерĕшĕ: авторăн чĕлхе пуянлăхĕ çамрăк ăрăва
воспитани парас ĕçре пулăшĕ. Кунта ырри яланах
çĕнтерни витĕм кÿмелле.
• Çĕнĕлĕхĕ: Валентина Элпи хайлавĕсенче ваттисен
сăмахĕсемпе, фразеологизмсемпе анлă усă курнине
тупса палăртнă. Автор ача-пăча валли çырнă хайлавĕсене
ку таранччен те тивĕçлĕ хаклани çук. Апла пулин те май
çитнĕ таран хаклама тăрăшрăм.
Упи, Васильева Анна
Умĕн калани
•
•
•
•
Ача-пăча çыравçи Валентина Эльпи 2013 çулхи
кăрлачăн 31мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ. Манăн çав пултаруллă çын çинчен ытларах
пĕлес килчĕ. Пурнăçĕ тата пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн чи
малтанах унăн кĕнекисене алла тытса пăхас кăмăл çуралчĕ. Унăн 5
хайлавне шкул программине кĕртнĕ. Пĕтĕмпе 20 ытла кĕнеке тухнă.
Ĕçе пурнăçлама хаçат-журналти материалсем, илемлĕ литература
кĕнекисем, интернет чылай пулăшрĕ.
Мана унăн псевдонимĕ те кăсăклантарчĕ, пĕлтерĕшне шырас кăмăл
çуралчĕ. Çавăн пекех Валентина Эльпи çырнă кĕнекесен темине,
хайлавсене жанр тарăх ушкăнлама шутларăм, илемлĕх
мелĕсене,
ваттисен сăмахĕсемпе фразеологизмсене те шыраса пăхас кăмăл
çуралчĕ.
Пурнăçĕпе пултарулăхне, кĕнекисене хăйне евĕр таблицăна
вырнаçтарма шутларăм.
Упи, Васильева Анна
Пурнăçĕпе пултарулăхĕ
Çулсем
1913-мĕш çулхи
декабрĕн 18- мĕшĕ
Элпи пурнăçĕн тапхăрĕсем
Литературăри ĕçĕ-хĕлĕ
Тăвай районне кĕрекен Кивĕ
Пуянкассинче çуралнă
Ку вăхăтри паллă
событисем
1-мĕш тĕнче вăрçи умĕнхи
тапхăр
Ялти шкулта 4 класс вĕренсе пĕтернĕ
НЭП фонĕнчи выçлăх çулĕсем
Вăрмар районĕнчи Кавалти сакăр çул
вĕренмелли шкула пĕтернĕ
1930 çул
Шупашкарти медицина техникумне
вĕренме кĕнĕ, анчах та пĕтереймен
(1930-1931 çулсем)
Пăртасри участок больницинче
(Вăрмар районĕ) медсестрара ĕçленĕ
1932–1934 çулcенче
Куславкка район хаçат редакцинче
ĕçленĕ
Литература организацийĕсене
урăхлатса çĕнетес тапхăр
“Канаш” хаçат (халĕ “Хыпар”)
редакцинче ĕçленĕ
Чăваш çыравçисем I съезчĕ
иртет
1934 çул
1935 çулта
1936–1938 çул
Хаçат редакцинче ĕçленĕ
Коллективизаципе
индустриализаци тапхăрĕ
1-мĕш калавĕ «Ачасемшĕн»
ятпа «Канаш» хаçатра
çапăннă
Хаçат редакцийĕсенче ĕçлеме
хатĕрлекенсен шкулĕнче вĕреннĕ
Упи, Васильева Анна
«Çурма çутă çанталăкăн» хура
каçĕ хуçаланнă тапхăр
Пурнăçĕпе пултарулăхĕ
1938–1968
çулcенче
1956 çул
Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи
радиовещанипе телевидени комитетĕнче ачапăча передачисен редакторĕ пулса ĕçленĕ
Литературăри пултарулăхĕ
1959 çул
1960 çул
1963 çул
1964 çул
«Куçса çÿрекен çурт» калавсен пуххи
Мускавра вырăсла пичетленсе тухнă «Вун
тăваттă тултарас умĕн» кĕнеке «Çав
кунсен чапĕ çухалмĕ» тăватă пайлă,
эпилоглă драма
«Куçса
çÿрекен çурт» калавсем
«Эпĕ халь телейлĕ» повесть
Вăрçă тапхăрĕ,
вăрçă хыççăнхи
тапхăр
«Утмăлмĕшсен»
тапхăрĕ
«Тăрăр вăйă картине» калавпа повесть
1965 çултанп
а
1966 çул
1975 çул
1989 çулта
СССР писателĕсен Союзĕн членĕ
«Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă
«1945-45 –мĕш çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă
вăрçинчи Çĕнтерÿ 30 çул тултарни» юбилей
медалĕ
Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ
ятне тивĕçнĕ
1993, 2002 ç.
2002 çул
Тивĕçлĕ канура
2006 çул
Тивĕçлĕ канура
«Пулас кинсем» роман
«Качча кайиччен»
«Качча кайсан»
«Пепке çуралсан» кĕнеке чи сумлă
кĕнекесен шутне кĕнĕ.
Упи, Васильева Анна
Перестройка
тапхăрĕ
Эльпи – хушма ят
•
•
•
Эльпи тени мĕне пĕлтерет? Мана çак ыйту тарăн шухăша ячĕ. «Пирĕнтен инçех
мар Эль текен юхан шыв юхса иртет. Хушма ят суйланă чухне çавна шута илнĕ те
эпĕ», - тесе пĕлтерет Валентина Эльпи.
«…Эльпи хушма ят Эль кÿлли çумне хÿхĕм тенине пĕлтерекен -пи аффикс
хушăннипе пулнă. Эль тĕпсĕр кÿлĕ пирки вара тĕрлĕ халап çÿрет»,- хыпарлаççĕ
«Хыпар» ĕçченĕсем. Чăнах та ку мелпе пулнă хĕр ача ячĕсем чылай: Пинерпи,
Нарспи, Салампи, Юрăпи, Нарпи… Ман шутпа, çак йышши ятсем – хутлă
сăмахсем. Вĕсем сăмах майлашăвне кĕскетнипе пулнă. Тĕслĕхрен, Юрăпи – юрă
юрлама юратакан хĕр ача. Эльпи вара Эль тĕпсĕр кÿлĕ хĕрринче çуралса ÿснĕ хĕр
ача пулса тухать. Эльпи сăмаха чăваш орфографи правилине пăхăнса çырман.
Чăвашла çырас пулсан Элпи сăмахра ь палли кирлĕ мар, мĕншĕн тесен чăваш
сăмахĕсенче çемçе уçă сасăсем хăй умĕнче тата хăй хыçĕнче тăракан хупă
сасăсене çемçетеççĕ. Апла пулсан Эль чăваш сăмахĕ мар.
Эль кÿлли Чăваш Енре анчах мар иккен. Иракра Эль-Хаббани тĕл пулать, Тунисра
– Шотт-эль-Джерид тĕл пулать. Эфиопинче – Эль Сод тенине куратпăр. Анчах та
асăннă вырăнсем вĕсем пурте тăварлă кÿлĕсем. Тен, «Эль» тени тахăш чĕлхере
тăвар тенине пĕлтерет. Тăвара вара шывран кăлараççĕ-çке! Эльписен ялĕнчи
тĕпсĕр кÿлĕрен тен тăвар тахçан кăларман-ши? Каллех ыйту сиксе тухать. Ку
ыйтăва каярахпа тĕпчес кăмăл пур.
•
Упи, Васильева Анна
Ача-пăча валли çырнă кĕнекесем
Кĕнекисем
«Йăл кулсан»
Тухнă çулĕ,
вырăсла ячĕ
1977
«Куçса çÿрекен
çурт»
«Малтанх
савни»
«Пулас кинсем»
«Улыбка»
1956
Страница
Тема
Жанр
80 стр.
Шкул ачисен
пурнăçĕ
2 повеçпе пĕр
калав
32 стр.
«Кочующий
домик»
Ачасен туслăхĕ
1977
Шкул ачисен
пĕрремĕш
юратăвĕ.
«Первая
любовь»
80 стр.
1989
416 стр.
«Невесты»
«Çав кунсен
чапĕ çухалмĕ»
1960
«Этих дней не
смолкнет слава»
58 стр.
Калавсем
Сăнарсем
Акук, Исмаль,
учитель, ачасем,
Эньтук
Ачасем
валли
Аркаш, Оля,
Слава, аппăшĕ,
йăмăкĕ, ачасем
Повеçсемпе
калав
Подростоксем
Паттăрлăх теми
Роман
Хĕрсем
Хĕрлисем
паттăррăн
çапăçни
Драма
Шуррисемпе
хĕрлисем
Упи, Васильева Анна
Ÿсĕм
Ачасем валли
Вăтам çулсенчи
ачасем валли
Аслă классем
валли
Ачасем валли
Ача-пача валли çырнă кĕнекесем
«Çĕр-шывăн
пулас
хуралçисем»
«Тăрăр
картине»
вăйă
«Тинĕс чечекĕ»
«Хăюллă
пионер»
«Чĕнтĕрлĕ
кĕпер»
«Эпĕ халь
телейлĕ»
1980
112 стр
«Будущие
пограничники»
Аслисене
пулăшни
Повесть
Вера
Ксенофонтова,
Нил, ачасем,
Борис Аххов
Михаил,
Йăкăнат
Ар çын ачасем
1964
«Встаньте в
хоровод»
60 стр.
Туслăх
Калавпа повесть
1993
«Морской
цветок»
224 стр.
Тинĕс
вăрттăнлăхĕ
Калавсем
Водолаз-семпе
пограничниксем
1970
«Смелый
пионер»
1967
«Узорча-тый
мост»
96 стр.
Ачасен фермăри
ĕçĕ
Калавсемпе
исценировкăсем
Фермăра
ĕçлекен ачасем
Калавсем
Микки, ачасем,
милици
1963
«Теперь я
счастлив»
120 стр
Тимлĕх
(вĕренÿре те,
пурнăçра та)
80стр
Элпин ĕçĕ-хĕлĕ
пурнăçĕ
Автобиогрфилл
е повесть
Упи, Васильева Анна
Ача шăпи
Вăтам
çулсенчи
ачасем валли
Кĕçĕн тата
вăтам çулсенчи
ачасем валли
Вăтам çулсенчи
тата аслă класра
вĕренекен
ачасем валли
Ачасем валли
Вăтам çулсенчи
ачасем валли
Вăтам çулсенчи
ачасем валли
•
•
•
•
•
•
•
•
•
•
•
•
•
•
•
•
•
•
Телейлĕ ачалăх
Вĕренÿпе кану
Ĕç
Çамрăксемпе ача-пăчан туслăхĕ
Ыркăмăллăх
Тăванлăх
Тĕрĕслĕхпе чăнлăх
Тараватлăх
Аслисене сума суни
Кĕçĕннисене пулăшни
Ĕçченлĕх
Çут çанталăк – этем тусĕ
Чĕр чунсен тĕнчи
Паттăрлăхпа хăюлăх
Тăван çĕр-шыв – чи хакли
Граждан вăрçи
Илем
Вăрçă вăхăтĕнчи халăхăн пурнăçĕ …
Упи, Васильева Анна
Ваттисен сăмахĕсем
Фразеологизмсем
Кашăк-тирĕк шакăртатмарĕ.
Туман тиха пилĕкне ан хуç.
Каскалама пĕлмен ал-уран
чĕрни вĕçне шăрпăк кĕрет.
Илемлĕхе курма кашнине
пÿрмен.
Ача пултаруллă ÿсни – пысăк
телей.
Ĕçне кура хисепĕ.
Ĕç çынна илем кÿрет.
Ĕçсĕр тунсăхларĕ, икĕ пĕççине
шарт çапрĕ, чи хĕрÿ вăхăт,
çиçĕмле хăвăртлăх, пайти сахал,
серепене лектеретпĕр, пуçран
çап,
ылтăн
алă,
ал-ура
çыпçăнмасть, çамка çине тар тух,
хуйха ер, ухмаха тух, айăп
чĕпĕтет,
ура
ярса
пусман,
пĕçертсе пăрах, çил пек вĕçтер,
пыран выльăх, сăмах вакланать,
кил ăш-чикки çуталчĕ, çанă
тавăрса ĕçле, хуйхă çитнĕ, ĕç
ăнать.
Упи, Васильева Анна
3
Эпитетсем
Повторсем
Чăваш
Республикин
культурăн тава тивĕçлĕ
ĕçченĕ
хăйĕн
произведенийĕсенче
повторсемпе те вырăнлă
усă курать: Тĕксĕм, тĕксĕм
мĕнлерех! Хăмăр хĕрлĕ,
йăмăх хура тата йăлтăркка
(«Илемлĕхе курма пÿрнĕ
ача»).
Е тата Э-э-э-эх,
анне, аннеçĕм; атя санпа
тус пулар, атя санпа тус
пулар («Тус пулар»)
Валентина Элпи эпитетсемпе
нумай усă курать:
чаплă вырăн, ырă кун-çул,
сĕлкĕш
куçлă,
хĕрÿ
ĕç,
илемлĕх туйăмĕ, айван чун,
ăста алă.
Упи, Васильева Анна
3
20 ытла кĕнеке авторĕ
«Куçса çÿрекен çурт» 1956
«Вун тăваттă тултарас умĕн»
1959
«Çав кунсен чапĕ çухалмĕ»
тăватă пайлă, эпилоглă
драма 1960
«Куçса çÿрекен çурт» калавсем
1960
«Эпĕ халь телейлĕ» повесть
1963
«Тăрăр вăйă картине» калавпа
повесть 1964
«Чĕнтĕрлĕ кĕпер» калавсем
1967
«Хăюллă пионер» калавсемпе
инсценировкăсем 1970
««Пулас кинсем» роман 1971,
1975, 1989
Тинĕс чечекĕ» калавсем 1973.
«Малтанхи савни» повеçсемпе
калав 1977
«Йăл кулсан» повеçсем, калав
1977
«Çĕр-шывăн пулас хуралçисем»
повесть 1980.
«Юратнă мăшăрсăр» 1983
«Пулас кинсем» роман 1989
«Тинĕс чечекĕ» калавсем 1993
«Качча кайиччен» 1993, 2002
«Качча кайсан» 2002
Упи, Васильева Анна
3
Тĕрлĕ жанрта
Калав: «Чĕнтĕрлĕ кĕпер»,
«Хăюллă пионер», «Тинĕс
чечекĕ», «Малтанхи савни»,
«Куçса çÿрекен пÿрт», «Аппапа
пĕрле», «Анне» «Водолаз» …
Повесть: «Эпĕ халь телейлĕ»
автобиографилле повесть,
«Тăрăр вăйă картине», «Çĕршывăн пулас хуралçисем»,
«Кулă» …
Роман: «Пулас кинсем», «Йăл
кулсан», «Качча кайиччен»,
«Малтанхи савни» …
Драма: «Çак кунсен чапĕ
çухалмĕ»
Упи, Васильева Анна
3
Ĕçне кура хисепĕ
•
•
•
•
•
•
•
Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиовещанипе
телевидени комитечĕн ачасем валли кăларакан передачисен
редакторĕнче нумай çул тăрăшуллă ĕçленĕшĕн Валентина
Элпине «Ĕçри хастарлăхшăн» (1966) медальпе чысланă
Литературăри ÿсĕмсемшĕн 2 хутчен ЧАССР Верховнăй Совет
Президиумĕн грамотипе наградăланă
Партии обкомĕн тата ЧАССР Министрсен Совечĕн
грамотипе чысланă
ЦК ВЛКСМăн грамотипе значокне те илме тивĕçнĕ
«Ĕç ветеранĕ» медале те илнĕ
«1941-1945-мĕш çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинчи
Çĕнтерÿ 30 çул тултарни» юбилей медалĕ
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1989) » …
Упи, Васильева Анна
Пĕтĕмлетÿ
Андреева Валентина Андреевна - ача-пăча çыравçи, калавсемпе
повеçсен ăсти, драматург, Чăваш Республикин культурăн тава
тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Эльпи – хутлă сăмах. Вăл сăмах майлашăвне кĕскетнипе пулнă.
Эльпи Эль тĕпсĕр кÿлĕ хĕрринче çуралса ÿснĕ хĕр ача.
Валентина Эльпи сăнарсене пурнăçран илнĕ. Унăн хайлавĕсем
ырăпа усала уйăрма вĕрентеççĕ. Асăннă хайлавсенче шыв та тĕл
пулать. Автор Чăваш Республикинчи Атăл, Сăр шывĕсем çинчен
çырать. Эльпи ытти çыравçăсем пек тĕссемпе нумай вылямасть.
Хайлавсен темисем: телейлĕ ачалăх, вĕренÿпе кану, ĕç,
çамрăксемпе
ача-пăчан
туслăхĕ,
ыркăмăллăх,
тăванлăх,
тĕрĕслĕхпе чăнлăх, тараватлăх, аслисене сума суни, кĕçĕннисене
пулăшни, ĕçченлĕх, çут çанталăк – этем тусĕ, чĕр чунсен тĕнчи,
паттăрлăхпа
хăюлăх,
илем.
Валентина Эльпи фразеологизмсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе,
эпитетсемпе, повторсемпе вырăнлă усă курать. Писателĕн
повеçĕсемпе калавĕсем тăван чĕлхене, халăх сăмахлăхне тарăн та
ăста пĕлнипе, кашни сăмаха шухăшласа усă курнипе, характерсене
сăнланă чухне чăн-чăн халăх кăмăлне ăнланнипе, халăх чунне уçса
пама пĕлнипе, персонажсен калаçăвĕн сăнарлăхĕпе уйрăмах
палăрса тăраççĕ.
Упи, Васильева Анна
Download