Уçӑ урок конспекчӗ

advertisement
Красноармейски районĕнчи«Еншĕк- Чуллă
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»
«Сывлăх-пуянлăх» килти вулав урокĕ.И.Лисаевăн «Чире парăнма çуралман»
калавĕ тăрăх
Красноармейски районĕнчи
«Еншĕк- Чуллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ
паракан вăтам шкул»
муниципаллă бюджетлă
вĕренÿ учрежденийĕнче
чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен
Герасимова Ирина Владиславовна
2013
Урок теми: «Сывлăх-пуянлăх» килти вулав урокĕ.И.Лисаевăн «Чире парăнма
çуралман» калавĕ тăрăх
Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок
Пĕлÿ тĕллевĕсем: çыравçă çынсен чун-чĕрине витĕмлĕн кăтартакан сăнлăхсене
тупма: курма: ăнланма вĕрентесси*
Сапăрлăх тĕллевĕ: 1) ырăпа усала уйăрма вĕрентесси* 2) сусăр çынсем патне
пысăк тимлĕх кирли çинчен ăнлантарасси: ун пек çынсенчен кулнине
сивлеттересси* 3) кашни çын ĕçне хисеплеме вĕрентесси
Илемлĕх тĕллевĕ:
- ачасен чун илемне вăратасси: хĕрхенÿлĕхе: чăтăмлăха аталантарасси*
- чунсăрлăхран пăрас тĕллевпе текстри йĕркесемпе ĕçлесси
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
- учитель сăмахĕ
- илемлĕ вулав
- ыйту-хурав
- калаçу
- кирлĕ эпизодсене илемлĕ вуласа тишкересси
- шырав
- илемлĕх мелĕсемпе ĕçлени
Литература теорийĕ:
Пафос-çыравçă хайлаври ĕçсене, сăнарсене, пурнăçа мĕнле шухăш-туйăмпа
хакласа çырни
Курăмлăх хатĕрĕсем
Иван Лисаев фотоÿкерчĕкĕ: кĕнексем компьютер
Урок юхăмĕ
- Юрă ямалла (2 мин.)
- Ачасем эсир юрă итлерĕр. çак юрăра хăш сăмаха темиçе хут каланă?
- Надежда.
- Мĕнле куçать –ха вăл чăвашла?
- Шанчăк.
- Эсир çак сăмаха илтнĕ- и?
- Илтнĕ
- Эсир тин çеç илтнĕ юрра Анна Герман ятлă юрăç юрларĕ?
- Анна Герман сăн ÿкерчĕкĕ экран çине тухать?
- Анна Герман 1936 çулта Узбекистанра Ургенч хулинче çуралнă.
1967 çулта водитель айăпне пула автокатастрофăна лекет. Водитель
машинăна сехетре 160 км хăвăртлăхпа хăваланă. Хăй руль умĕнче çывăрса кайнă.
Машина вара çул айкинчи бетон юпа çумне пырса тăрăннă.
Анна Герман кантăкран тухса сирпĕннĕ.
Унăн çурăм шăмми: икĕ ури: сулахай алли хуçăлнă: пуç мими кисреннĕ.
12 кун хушши вăл тăна кĕреймен. Темиçе операции витĕр тухма тивнĕ унăн. Пĕтĕм
ÿт-пĕвĕ гипс ăшĕнче пулнă. 3 çул тăраймасăр выртнă.
1970 çулта ура çине тăнă. Урисем хытса ларнă: итлемен. Кашни утăм куççуль
кăларнă: анчах шăла çыртса утăм хыççăн утăм тунă вăл. Сывалас шанчăка пĕртте
çухатман. Юлашкинчен 1972 çулта сцена çине тухать. Çав çулах концертпа
Мускава килет. Сывалнă хыççăн юрланă пĕрремĕш юрри унăн эпир итленĕ «
Надежда» юрă.
Мĕн каласшăн пулнă-ха вăл çак юрăпа;
- Анна Герман шăпи сире хăш произведенири сăнар шăпине аса илтерчĕ;
- Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» хайлаври Витя Кулешов шăпине.
- Кам-ха вăл Витя Кулешов?
- «Чире парăнма çуралман» хайлаври тĕп сăнар.
- Эсир ун çинчен мĕн астуса юлтăр? Кĕскен йĕрлесе тухăр-ха ун сăнарне.
- Экран çине Витя Кулешов сён ÿкерчĕкĕ тухать.
- Çак сăн ÿкерчĕк Витя Кулешов сăнарне аса илтермест-и?
Çамрăк арçын ача: икĕ хул хушшинче костыльсем: сулахай ури çине пусаймасть.
- Витя сăнарĕ.
Витя Кулешов пĕрремĕш класа кайиччен чирлесе ÿкет. Унăн сулахай урине
операции тăваççĕ. Анчах операции хыççăн та вăл ури çине пусаймасть? Вара вăл
костыльпе çÿреме пуçлать. Шăрăх-и: сивĕ-и: чашлаттарса çумăр çăвать-и: çилтăман вĕçтерет-и, Витя пур пĕрех шкула каять. Ăна юлташĕсем хĕрхенеççĕ,киле
пырса вĕрентме пуçлаççĕ: ашшĕ-амăшĕ Шкула лашапа леçме шутлать.Çук.
Килĕшмест Витя. Шкула хăех каять.
Утмалла. Утмалла çеç мар: спортсмен пулмалла: ăмăртусенче мала
тухмалла. Çакăн пек тĕллев лартать вăл хăй умнее. Çак тĕллеве пурнăçлас тесе
вăл тар туххиччен хусканусем тăвать: чирлĕ уринчен гантель çакса ярса антараантара çĕклет. Çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе çÿреме вĕренет. Йĕлтĕрпе
çÿресси пулмасть пуль тесе те шухăшласа пăхать. Анчах çав вăхăтра журналта
вуланă Сергей Щербаков çинчен: Алексей Петрович хирург каланине: амăшĕ
каласа панă утайман каччă çинчен аса илет те – шанчăк тата çирĕпленет.
Шанчăка çухатманнисем телейлĕ тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Витя 10мĕш класран вĕренсе тухас умĕн костыльсĕр çÿреме пуçлать. Вăл районти
шахматистсен ăмăртăвĕвне хутшăнать: спорт разрядне илме тивĕç пулать.
Юлашкинчен вара кире пуканĕ çĕклесе вăй виçекенсен ăмăртăвĕнче 2 вырăн
йышăнать.
- Витя хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçларĕ-и? Мĕнле тĕллевччĕ-ха унăн?
- Утмалла çеç мар: спортсмен пулмалла.
- Пурнăçларĕ
- Çак тĕллеве пурнăçлас тесен ăна мĕн кирлĕ пулчĕ?
- Чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, шанчăка çухатманни.
- Çăмăл пулчĕ-и ăна йывăрлăха çĕнтерме?
- Палах çăмăл маар. Кашни кун тар кăларчĕ: куçран куççуль тухрĕ-пур пĕрех
парăнмарĕ.
- Апла пулсан пирĕн те: ачасем: Витя Кулешов пек йывăрлăх умĕнче пуçа усмалла
мар: йывăрлăх сиксе тухсан, шанчăка çхатмасăр, пуçа усмасăр малалла
ăнтăлмалла.
- Эсир сывă ачасем. Анчах та пирĕн сывлăх çирĕп пултăр тесе тăрăшмалла-и?
- Тăрăшмалла
- Мĕн тумалла-ха?
- Спортпа туслă пулмалла.
- Эсир ирсерен гимнастика тума чăтăмлăх çитерейретĕр-и?
-Çирĕп сывлăхлă пулас тесен ирсерен гимнастика тумалла, спортпа туслă
пулмалла.
- Эсир чăтăмлăх: тÿсĕмлĕх,шанчăк çинчен калакан ваттисен сăмахăсем пĕлетĕр-и?
1. Шанчăксăр пурăнакан этем çур çын кăна.
2. Чăтăмлăхпа ĕç пурне те çĕнтернĕ
3 Чăтăмлăхпа тÿсемлĕх, шанчăкпа ĕненÿ-пурнăçра çынна вăй-хăват парса
тăракансем.
4. Шанчăк чи юлашкинчен вилет.
5. Шанчăка çухатманнисем-телейлĕ.
- Питĕ аван. Пурне те ăнланатăр-и?
Тĕслехрен «Шанчăка çухатманнисем-телейлĕ» текен ваттисем сăмахĕ
ăнлантарăр-ха.
- Витя шанчăка çухатмасăр йывăр чирпе кĕрешрĕ: юлашкинчен çĕнтерчĕ. Телей
мар-и ку? чăн-чăн телей.
- Эсир мĕнле шутлатăр? Автор çак хайлавăн ятне тĕрĕс панă-ши? Килĕшетĕр-и
эсир? Урăх ят памалла пулман-ши?
- Эпĕ тĕрĕс тесе шутлатăп: мĕншĕн тесен Витя: чăнах та: чире парăнма çуралман.
Вăл ăна хăй парăнтарчĕ.
- 176-мĕш страницăра (кĕнекесене уçатпăр) çакăн пек йĕркесем пур «Чире парăнма
çуралман вĕсем. Ун йышшисем теме те тÿссе ирттерĕç. Çак сăмахсене кам
калать?
- Алексей Петрович хирург.
Витя Алексей Петрович сăмахĕсене тÿрре кăларчĕ-и?
-Çапла. Тÿрре кăларчĕ
- Витя çак йывăрлăха пĕччен çĕнтерчĕ-и е ăна пулăшакансем пулчĕç?
- Ман шутпа: Алексей Петрович хирург тата амăшĕ.
Вĕсем ăна шанаççĕ, пулăшаççĕ, хавхалантараççĕ.
- Юлташсем те пулăшаçсĕ.
«Чире парăнма çуралман»повесть пафосĕ мĕнле-ши?
Мĕн вăл пафос?
- Халĕ Витьăпа Алексей Петрович кластерне туса пăхăпăр.
Тетрадьсене
уçатпăр. Число: тема çыратпăр.
Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман» (Доска патне 1 ача тухать).
Витя
çирĕп кăмăллă
шанчăклă
ăслă
çирĕп тĕллевлĕ
хастар
вăйлă
чăтăмлă
тÿсĕмлĕ
Алексей Петрович
çирĕп тĕллевлĕ
шанчăклă
ăслă
ăшă чунлă
шанчăклă
тавçăруллă
ăнланакан
ырă кăмăллă
- Çак тĕслĕхсенчен пĕрне илсе произведенири тĕслĕ
ĕплетĕр-ха?
Тĕслехрен: Витя чăтăмлă. Чирлĕ: ыратакан ури çине гантель çакса ярса
хăпарта-хăпарта антарать. Ыратакан ура тата хытăрах ыратать: анчах вăл чăтать.
Алексей Петрович хирург:
- Эсир хайлава тимлĕ вуланă-и; Халĕ сирĕн тимлĕхе тĕрĕслĕпĕр?
ТЕСТ. Хуравсене тетрадь çине çырмалла.
Экран çине тест ыйтăвĕсем тухаçсĕ.
Сирĕн 3 хуравран пĕрне-тĕрĕссине-суйласа илсе çырмалла
1) Витьăн шкулне çитме йĕркеллĕ çанталăкра миçе утăм;
1. 2500
2. 2230
3. 2000
2) Витя мĕншĕн утаймасть;
3)
4)
5)
6)
1.Вăйĕ çук
2 Хăрах ури çук
3. Ури ыратать
Витьăна мĕнле чир аптратать?
1 Шăмă туберкулезĕ
2.Ÿпке туберкулезĕ
3. Чĕре чирĕ
Витьăна кам ялан йăпатать
1. Лиза
2.Рита
3. Роза
Пĕрле вĕренекенсем Витьăна мĕнле профессии суйласа илтересшĕн;
1.Платник
2. Художник
3. Экономист
Хăш тухтăр Витьăна чун-чĕререн пулăшма тăрăшать;
1.Алексей Петрович
2. Александр Петрович
3. Алексей Николаевич
7) Чире парăнтарнă çĕрте ăна кам хавхалантарса пырать;
1. Амăшĕ
2. Асламăшĕ
3. Кукамăшĕ
8) Журналта хăйĕнни пек шăпаллё çын çинчен вулать Витя? Кам вăл?
1. Сергей Шакмаков
2. Сергей Шатунов
3. Сергей Щербаков
9) Шкул пĕтерсен ăçта ĕçлесшĕн Витя;
1. Колхоз ферминче
2. Тимĕрçĕ лаççинче
3. Колхоз правленийĕнче
10)Спортăн хăш енĕпе вăл зонăра 2-мĕш вырăн йышăнать?
1. Йĕлтĕрпе чупса
2. Шашкăлла выляса
3. Кире пукане йăтса
Ачасем ĕ
ĕтерсен тĕрĕс хуравсен уççи экран çине тухать. Ачасем
тĕрĕслеççĕ.
- Ачасем çак хайлава мĕнле стильпе çырнă?
- Илемлĕ литература стилĕпе.
- Ăна эпир ăçтан пĕлетпĕр?
- Илемлĕх мелĕсем пурринчен.
- Эсир мĕнле илемлĕх мелĕсем пĕлетĕр?
(танлаштару: эпитет: сăпатлантару)
- Хайлавра шыраса пăхăр-ха: хăшне тупайратăр
1) Танлаштару : çут пурнăç горизонт пек уншăн
2) Сăпатлантару: йывăр лава кÿлчĕ
3) эпитет: çутă пурнăç
4) Сăмах çавăнăшĕ: сывлăш çавăрать: кăмăл çемçелчĕ: чĕлху çаврăнмасть
Экран çине илемлĕх мелĕсем тухаççĕ
1) Тантăш пек, уяври евĕр, хум чупнă пек – танлаштару
2) Йывăр чир, шурă халатлисем, йывăр лав – эпитет
3) Чир пăтраштарчĕ,шăнкăрав йыхăрнă, шăпа кÿлчĕ – олицетворение
- Ачасем: эсир Витьăна чăн-чăн паттăр тесе калама пултаратăр-и?
- Пултаратпăр мĕншĕн тесен чирпе кĕрешни, ман шутпа, чăн-чăн паттăрлăх. Пурте
Витя пек чăтăмлăх çитерсе чирпе кĕрешейместчĕç.
Проблемăллă калаçу:
- Витьăн чунне ял çыннисем, ачасем пурте ăнланаçсĕ-и?
- Сусăр, хăлхасăр-чĕлхесĕр, аварие пула сусăрланнисем, чире пула сусăрланнă
çынсем пирки эсир мĕн калама пултаратăр?
Ачасен хуравĕсем:
Иван Лисаев хайлавĕн никĕсенче этем чунĕ, тивĕç,: кăмăлĕ. Хăвăрпа юнашар
пурăнакан, вĕренекен çынсем çинчен шухăшлама, пăшăрханма вĕрентет
ку
повесть. Ку хайлава пирĕнте çынлёх туйăмне вăратас тĕллевпе çырнă.
Мĕн тума вĕрентет-ха ку хайлав пире?
- Ырă чунлă пулма
- Йывăрлăха лекнĕ çынсене ăнланма, пулăшма.
- Çынлăх тенине эсир мĕнле ăнланатăр?
- Çынлăх вăл – юнашар пурăнакан тата вĕренекен-ĕçлекен çынсене: чĕрĕ чунсене
хÿтĕлесси, хисеплесси, юратасси.
- Витя Кулешов сăнарĕ илемлĕ литературăра, урăхла каласассăн, искусствăра.
Витя Кулешов пек çынсем пурнăçра та темĕн чухлех. Урок пуçламĕшĕнче Анна
Герман çинчен пĕлтĕмĕр.
Чăваш Республикинче 97 пин инвалид – сусăрсем. Вĕсенчен 5 пин ытла ача.
Вĕсем сусăр пулсан та йывăрлăхсене çĕнтерсе, чире парăнмасăр сывă
çынсем пекех пурăнма тăрăшаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ.
- Экран çине Алексей Маресьев сăнĕ тухать.
Алексей Маресьев Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче летчик пулнă. Пĕр
çапăçура ун самолетне персе антарнă, ик уринчен те амантнă. Икĕ эрне вăрманта
юр тăрăх хырăмпа шунă. Икĕ урине те чĕркуçси таран татнă. Вăл вара протезпа утма
вĕреннĕ. Утма вĕреннĕ çеç мар: истребительпе вĕçме хăнăхса тăшмана тавăрнă.
Ăна Совет Союзĕн Герой ятне панă. Борис Полевой ун çинчен «Повесть о
настоящем человеке» кĕнеке çырнă.
- Экран çине бегун-инвалид Оскар Пискариус тухать
Протезпа пулсан та Оскар Пискариус чупассипе ăмăртусене хутшăнса
нумай хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă.
- Ачасем, эсир сусăр çынсене асăрханă-и?
Вĕсем çинчен хăçан та пулин шухăшланё-и?
Ун пек çынсене пулăшма тÿр килмен-и сире?
- Халĕ Сире сăмах паратпăр. ( 3 ача калать)
-Çапла, ачасем, çынна ырă тумалла. Ырă ĕçсем тума тăрăшмалла. Ватă, сусăр
çынсене ырă сăмахпа, ĕçпе пулăшма васкамалла.
- Мĕн куртăмăр-ха эпир искуссвăра тата пурнăçри сусăр çынсен сăнарĕсенче;
- Чире парăнманнине, шанчăка çухатманнине, йывăрлăха çĕнтерме пĕтĕм вăя
хунине.
Апла пулсан пирĕн: сывă çынсен: вĕсенчен тĕслĕх илсе йывăрлăх сиксе тухсан пуçа
усмалла мар: пурнăçри тĕллеве пурнăçлама пĕр хăрамасăр ăнтăлмалла, мал ĕмĕтлĕ
пулмалла, хамăрăн пултарулăха аталантармалла, сывлăхлă пулас тесен спортпа
туслă пулмалла.
- Ачасем, сирĕн пурнăçра шанчăк нихăçан та ан сÿнтĕр.Çынлăх туйăмĕ яланах çÿллĕ
пусăмра пултăр.
Киле ĕç Сочинени
Урок «Надежда»юрăпа вĕçленет.
Download